Архивная версия сайта
 
Новый сайт располагается по адресу https://gia21.rchuv.ru/
 
БУ "Республиканский центр новых образовательных технологий" Минобразования Чувашии
 
Региональный центр оценки качества общего образования
 
Официальный сайт информационно-технологической поддержки
государственной итоговой аттестации в Чувашской Республике

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçри пĕрремĕш çирĕп тĕрĕслев, АУ "Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя")

24 июля 2019 г.

Кирек мĕнле экзамен та ачасен пĕлÿ шайне, вĕрентекенсен профессионализмне, шкулти вĕрентÿ тытăмĕн эффективлăхне тĕрĕслемелли çăмăл мар тапхăр. Кунта тÿрех паллă — выпускниксенчен кам хăйсен пуласлăхĕн çирĕп никĕсне хывса хăварас тĕлĕшпе чăннипех тăрăшса вĕреннĕ, кам вара вĕренÿ çине çăмăлттаййăн пăхнă.

9-мĕш класран вĕренсе тухакансем патшалăхăн тĕп экзаменĕсене, ОГЭ, тытрĕç. Ачасем хушшинче 4 предмечĕпе те чи çÿллĕ балл илнисем те пур. Вĕсенчен пĕри — Вăрмарти Г.Е.Его­ров ячĕл­лĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Евгения Краснова.

Евгения кадет класĕнче ăс пухать, ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ, вĕренÿре те, спортра та малтисен ретĕнче, тĕрлĕ шайри конкурссен çĕнтерÿçи, шкулăн обществăлла пурнăçĕнче активлă, чĕр чунсене юратать, çут çанталăк ыйтăвĕсемпе кăсăкланать, «Степ» ташă студине, бассейна çÿрет. Эпир çак пултаруллă хĕр ачапа тĕл пулса калаçрăмăр.

— Евгения, патшалăхăн тĕп экзаменĕсем хыçа юлчĕç. Мĕнлерех кăмăл-туйăм хăварчĕç вĕсем санра?

— ОГЭ — пирĕн пурнăçри пĕрремĕш çирĕп тĕрĕслев, çак вăхăтра эпир 9 çул хушшинче илнĕ пĕлĕве пĕтĕмлететпĕр. Вĕрентекенсем пи­рĕн­пе, 9-мĕш класс выпускникĕсемпе, хăйсене шеллемесĕр ĕçленине, атте-аннесем те экзаменсене хатĕрленме пулăшнине палăртса хăварас килет.

Эпĕ математикăпа вырăс чĕлхисĕр пуçне биологи тата хими предмечĕсемпе экзамен тытрăм. Унччен чылай малтан хатĕрленме пуçларăм. Экзаменра мĕн­ле ыйтусем пуласса маларах пĕлместпĕр-çке, çавăнпа шкулта та, килте те вăхăта сая ямасăр кашни темăна шĕкĕлчесе тĕпчерĕм. Кăштах пăлхантăм пулин те экзаменсем вă­хăтĕнче хама алла тытса, мĕн пĕлнипе туллин усă курса мĕнпур ыйтăва тĕрĕс хуравлама тăрăшрăм. Çапла экзаменсен тапхăрĕ маншăн ăнăçлă вĕçленчĕ.

— Малашлăх тĕллевĕсене палăртрăн-и?

— Тăван шкулпа сывпуллашма васкамастăп. Çемьере канашланă хыççăн вĕренĕве кунтах малалла тăсма шутларăм.

— Çитес çул патшалăхăн тĕп экзаменĕсене тытма хатĕрленекенсене мĕнле сĕнÿ пама пултаратăн?

— Малтанах лайăх вĕренсен, уроксенче вĕрентекенсене итлесен, унсăр пуçне мĕн вĕреннине хамăр тĕллĕн çирĕплетсе пырсан йывăрлăхсем сиксе тухас çук. Паллах, экзаменсене явап­лăн хатĕрленмелле, çав вăхăтрах кану пирки те манмалла мар. Хамăра хамăр шансан, кăмăл-туйăм лăпкă пулсан пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ.

И.ДАНИЛОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

.

Система управления контентом
428003, Чувашская Республика, г. Чебоксары, Школьный проезд, дом 10 А
Телефон: 8(8352) 57-21-60
Факс: 8(8352) 57-21-60
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика