Архивная версия сайта
 
Новый сайт располагается по адресу https://gia21.rchuv.ru/
 
БУ "Республиканский центр новых образовательных технологий" Минобразования Чувашии
 
Региональный центр оценки качества общего образования
 
Официальный сайт информационно-технологической поддержки
государственной итоговой аттестации в Чувашской Республике

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЭКЗАМЕНСЕМ ХЫÇА ЮЛНĂ. КĂТАРТĂВĔСЕМ МĔНЛЕРЕХ? АУ "Редакция Аликовской районной газеты "Пурнăç çулĕпе" ("По жизненному пути")

24 июля 2019 г.

Экзаменсем хыçа юлнă. Кăтартăвĕсем мĕнлерех?

Нумаях пулмасть районти вĕренÿ учрежденийĕсенче Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем, ăсату каçĕсем иртрĕç. Тăххăрмĕшĕнчен вĕренсе тухнă ачасенчен хăшĕ-пĕри тата вун пĕрмĕшсем умне малалла мĕнле çул-йĕр суйлас ыйту тухса тăнă. Вăтам пĕлÿ илнисем пĕр харăсах темиçе аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсене тата колледжсемпе техникумсене документсене парĕç. Пĕр-пĕр институт-университета е ятарлă вăтам пĕлÿ паракак вĕренÿ учрежденине кĕме вара пĕлÿ тивĕçлĕ шайра пулмалла.

Элĕк районĕнче экзаменсен тапхăрĕ мĕнле иртни çинчен район администрацийĕн вĕренÿ, социаллă аталану, опекăпа попечительство, çамрăксен политикин, культура тата спорт пайĕн начальникĕпе Петр Павловпа тата асăннă пайăн методисчĕ- пе Валентина Семеновăпа калаçатпăр.

Районти вĕренÿ учреждени- йĕсенчен тăххăрмĕшсем 154 ача тухнă, экзамена 153 вĕренекене кĕртнĕ, пĕри вĕренĕве тăтăшах сиктернĕрен тĕрĕслев ĕçĕсене çырман. Асăннă йышран 4-шĕ сывлăх тĕлĕшĕнчен тантăшĕсенчен уйрăлса тăнăран экзаменсене çăмăллатнă майпа тытнă.

Мĕнпур вĕренекен 4 экзамен витĕр тухнă. Вĕсенчен пурте обязательнăй йĕркепе вырăс чĕлхипе тата математикăпа пĕлÿ шайне палăртакан тĕрĕслев ĕçĕсене пурнăçланă.

- Суйласа илмелли экзаменсенчен 81 ача обществознани, 65 вĕренекен географи, 57-шĕ биологи предмечĕсене суйланă. Пĕлтĕрхи кăтартусемпе танлаштарсан кăçалхи тăххăрмĕшсем экзаменсене лайăх тытнă. «5» баллă тытăмпа шутласан вырăс чĕлхипе, математикăпа, обществознанипе, историпе, биологипе, химипе, информатикăпа районти вăтам балл пĕлтĕрхи кăтартусенчен пысăкрах. Сăмах май, кăçал тăххăрмĕшсен йышĕнче тăван чĕлхепе экзамен тытакансем те йышлăн пулнине палăртмалла. Çак предмета кăçал 31 вĕренекен суйланă, вĕсенчен пĕри те «иккĕ» паллă илмен, - каласа парать Петр Петрович. Тулли мар вăтам пĕлÿ илекенсен йышĕнче тĕп патшалăх экзаменĕ- сенче 2 е 3 предметпа «5» паллă илнисем те сахалах мар иккен.  Элĕкри, Тенири тата Питĕшкассинчи шкулсенче ăс пухакан пĕрер ача тăватă тĕрĕслевре те чи пысăк балл пуçтарнă.

Çав вăхăтрах вырăс чĕлхипе 1 ача, географи предмечĕпе - 4, обществознанипе - 1, чирленине пула биологипе тепĕр вĕренекен экзаменсене тытайман, аттестат илеймен. Вĕсене валли сентябрь уйăхĕнче тĕрĕслев ĕçĕсене çырмалли хушма тапхăр йĕркелеççĕ. Валентина Ильинична пĕлтернĕ тăрăх, ку тĕлĕшпе ача пĕлÿ илекен шкула ыйтупа тухмалла е Патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ – 2019 Вĕри линийĕпе  88352572160 телефон номерĕпе ыйтса пĕлмелле.

- Экзаменсене ирттернĕ чухне  яланах уççăнлăха тата тĕрĕслĕхе тĕпе хуратпăр. Тĕрĕслев ĕçĕсем пурте Элĕк-ри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта иртнĕ. Çак ĕçе обществăлла сăнавçăсен Корпусĕн членĕсем - Чăваш патшалăх университечĕн, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем хутшăннă. Вĕсенчен ытларахăшĕ иртнĕ çулсенче хамăр районти шкулсенчен вĕренсе тухнă, Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенче пысăк балсем илнĕ хĕрсемпе каччăсем. Кунсăр пуçне тата 2014 çултанпа Тĕп патшалăх экзаменĕсенче онлайн – видеоçырав пырать. Çакă тĕрĕслев ĕçĕсем вăхăтĕнче сиксе тухнă тавлашуллă самантсене татса пама пулăшать. Тепĕр саманта та палăртса хăварас килет. Экзаменри тĕрĕслевпе виçев материалĕсене, Информацисене хатĕрлекен регионти  центрта пичетлеççĕ. Вĕсене экзамен кунĕнче çеç пунктсене илсе килеççĕ. Çавăнпа та вĕсемпе маларах паллашма ниепле те май çук, - ăнлантарать икĕ теçеткене яхăн Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене йĕркелесе ирттерессипе ĕçлекен Валентина Семенова.

Тăхăр класс пĕтернисенчен хăшĕ-пĕри хулана çул тытни, ятарлă вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче ăс пухни те вăрттăнлăх мар-ха.

- Кăçал шкултан тухнисенчен техникумсемпе колледжсене миçен вĕренме кайни сентябрь уйăхĕнче паллă пулĕ. Хальлĕхе ку цифрăна уçăмлăнах çирĕплетсе калаймастпăр. Паян Чăваш Республикинчи вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсем Раççей шайĕнче те лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Унта аттестатри пысăк паллăсемпе çеç вĕренме кĕме пулать. Колледжсемпе техникумсенче пĕлÿ илнĕ хыççăн пуçаруллисем е куçăмсăр майпа, е куçăмлă майпах аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсене вĕренме кĕреççĕ. Районти ачасем хушшинче те кун пеккисем сахалах мар, - тăсать калаçăвне вĕренÿ пайĕн начальникĕ.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 11-мĕш-сем те кăçал Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене лайăх тытнă. 74 вĕренекен тĕрĕслев ĕçĕсене тивĕçлипе пурнăçласа пурте аттестат илнĕ. Хими, профильлĕ матаматика, физика, акăлчан чĕлхипе, вырăс литературипе, информатика предмечĕсемпе вăтам кăтарту пĕлтĕрхинчен самай пысăкрах.  Районта тĕрĕслев ĕçĕсенче 100 балл пухнă вĕренекенсем те пулнă. Элĕк вăтам шкулĕн пĕр вĕренекенĕ математикăпа (вĕрентекенĕ - Татьяна Димитриева),  тепри - вырăс чĕлхипе (Светлана Ефремова) чи пысăк балсем пуçтарнă. Сăмах май, 90 балл ытла пухнă вĕренекенсен йышĕ те кăçал палăрмаллах ÿснĕ, районĕпе илсен вĕсем 17 вĕренекен пулнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ Элĕкри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ ачасем. Хими предмечĕпе Юнтапара ăс пухнă хĕрача 98 балл илнĕ. Халĕ вĕсенчен кашниех хăй кăмăллакан профессие палăртса документсене кайса панă.

 Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

.

Система управления контентом
428003, Чувашская Республика, г. Чебоксары, Школьный проезд, дом 10 А
Телефон: 8(8352) 57-21-60
Факс: 8(8352) 57-21-60
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика