Архивная версия сайта
 
Новый сайт располагается по адресу https://gia21.rchuv.ru/
 
БУ "Республиканский центр новых образовательных технологий" Минобразования Чувашии
 
Региональный центр оценки качества общего образования
 
Официальный сайт информационно-технологической поддержки
государственной итоговой аттестации в Чувашской Республике

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашнехи çул-йĕре суйламалли вăхăт, АУ "Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя")

24 июля 2019 г.

Шкулсенче экзаменсен кампанийĕ вĕçленчĕ ĕнтĕ. 11-мĕш класран вĕренсе тухнисем шкула мĕнле вĕçлени интереслентерет ытларахăшне, çав вăхăтрах 9-мĕш класс ачисен те çăмăл мар тапхăр витĕр тухма тивнине манас марччĕ. Вĕсем 4 экзамен тытрĕç: вырăс чĕлхипе, математикăпа тата тепĕр икĕ предметне хăйсем суйланă. Патшалăхăн тĕп экзаменĕсен /ОГЭ\ пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, нумайăшĕ икĕ е виçĕ предметпа пиллĕксем илчĕç. Районта 4 предмечĕпе те пиллĕксем илнĕ чемпионсем те пуррине палăртмалла. 9-мĕш классенчи 6 вĕренекен /Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта — 5, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта — 1 ача/ пур предметпа та чи çÿллĕ балл илме тивĕçнĕ.

Выпускниксенчен нумайăшĕ шкулта юлмасăр колледжсене, техникумсене вĕренме кĕме шут тытрĕç. Ку вăл чăн-чăн çитĕннĕ çын йышăнăвĕ. Чăваш Республикинчи ятарлă пĕлÿ паракан вĕрентÿ заведенийĕсем — çĕршывра чи лайăххисен шутĕнче. Тĕп шкултан вĕренсе тухакансем нумай чухне вĕсене аттестатсенче çÿллĕ балсем пулсан кăна вĕренме кĕрейреççĕ. Колледж е техникум пĕтерсен выпускник тÿрех хă­йĕн специальноçĕпе ĕçлеме кайма, çав вăхăтрах куçăмсăр майпа вĕренме, е аслă вĕренÿ заведенине бюджетлă вырăна вĕренме кĕрсе çав специальноçпех малалла пĕлÿ илме пултарать.

Çулсеренех 9-мĕш класс хыççăн пирĕн районти выпускниксенчен 45 проценчĕ ятарлă пĕлÿ паракан вĕрентÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрет.

Экзаменсене ирттернĕ чухне эпир яланах объективлă пулма тăрăшатпăр. ОГЭ Пункчĕсенче экзаменсем обществăлла наблюдательсен Корпусĕн членĕсем — ЧПУ, ЧППУ студенчĕсем — çирĕп контрольленипе иртрĕç. Ытларах чухне вĕсем — пирĕн районти шкулсен выпускникĕсемех, чи лайăххисенчен пĕрисем, экзаменсене ултавсăр тытмаллине хăйсен тĕслĕхĕпе кăтартакансем. Унсăр пуçне 2014 çултанпа ОГЭ вăхăтĕнче офлайн-видеоçырав пырать, ку вăл тĕрлĕ иккĕленÿллĕ самантсене татса пама пулăшать.

Патшалăхăн тĕп экзаменĕсем валли материалсене Регионти информаци хатĕрлекен центрта пичетлеççĕ те Пунк­та шăпах экзамен кунĕнче илсе çитереççĕ. Çапла майпа материалсем экзаменччен никам аллине те лекеймеççĕ. Кăçал патшалăхăн тĕп экзаменĕсене Чăваш Республикинче 9-мĕш класра вĕренекен 12 пин ытла ача тыт­нă, çав шутра пирĕн районта — 206 вĕренекен. Экзаменсен кампанийĕ штатлă режимпа иртрĕ, техника енчен кăлтăксем пулман.

Суйласа илнĕ предметсем хушшинче ытларах обществознани, биологи, географи, информатика тата физика пулнине палăртмалла. Çак предметсем инженерипе, экономикăпа, ял хуçалăхĕпе, медицинăпа çыхăннă специальноçсене /вĕсем пирĕн регионта кирлисен шутĕнче/ алла илес текенсемшĕн пĕлтерĕшлĕ.

Экзаменсене тытайман ачасем валли вара сентябрь уйăхĕнче хушма тап­хăр иртет. Çакăн пирки хăвăрăн шкулта ыйтса е 8-835-2-57-21-60 номерпе Вĕри лини çине шăнкăравласа пĕлме пулать.

Н.ИВАНОВА, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

.

Система управления контентом
428003, Чувашская Республика, г. Чебоксары, Школьный проезд, дом 10 А
Телефон: 8(8352) 57-21-60
Факс: 8(8352) 57-21-60
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика