29 марта 2023 г.
Вӗрентӳпе наука сферине тӗрӗслекен федераллӑ служба пуҫарнипе юлашки ҫулсенче Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрле тытатпӑр. Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ памалли кун» акци ирттересси йӑлана кӗчӗ. Мартӑн 24-мӗшӗнче асӑннӑ акци шайӗнче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче экзамен ирттернӗ. Мероприятие кӑҫал 11-мӗш класран вӗренсе тухакансен ашшӗ-амӑшӗ хутшӑннӑ.
Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗ пуҫланас умӗн муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Ю. Н. Митюков, информаципе методика центрӗн директорӗ, ППЭ ирттерекен пунктӑн ертӳҫи Л. М. Антонова, пункт йӗркелӳҫи Анна Кольцова тата экзамен тытакан ашшӗ-амӑшӗ хутшӑннипе малтанах ҫавра сӗтел пулнӑ. Унта йӗркелӳҫӗсем 2023 ҫулта патшалӑх пӗрлехи экзаменне ирттермелли уйрӑмлӑхсем пирки каласа панӑ.
Ҫав кун ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисемпе вырӑнсемпе ылмашӑнса аттестат илме вӗренсе тухакансем паракан икӗ обязательнӑй предметран пӗринпе — вырӑс чӗлхипе — пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарнӑ. Акци валли экзамен ӗҫӗсен кӗскетнӗ варианчӗсене хатӗрленӗ, вӗсене пурнӑҫлама пӗр сехет вӑхӑт панӑ.
Мероприятие хутшӑннисем ППЭ регистрацийӗ мӗнле иртнине тата аудиторисенче хутшӑнакансене лартса тухассине епле йӗркеленине, экзамен процесне тӗрӗслессин шайне, аудиторисенче пичет тата экзамен материалӗсене сканерласси мӗнле пулнине пӗлме пултарнӑ.
Лариса АНТОНОВА,
информаципе методика центрӗн директорӗ:
«Акцие ирттернин тӗп тӗллевӗ – шкул пӗтерекенсен ашшӗ-амӑшне ачан экзамен вӑхӑтӗнчи лару-тӑрӑвне туйма май парасси, ППЭ мӗнпур тапхӑрӗ витӗр тухса ӑна психологи тӗлӗшӗнчен ытлашши чӑрмава ҫӗнтерме пулӑшасси.
Сӑнавлӑ акцие хутшӑнакансем экзаменӑн пур процедури урлӑ та тухаҫҫӗ: регистраци, экзамен умӗнхи тӗрӗслев, бланксем тултарасси, заданисем шутласси. Ҫакӑ выпускниксемпе ашшӗ-амӑшне пӗр-пӗрне лайӑхрах ӑнланма, экзамен вӑхӑтне ҫӑмӑлрах ирттерсе яма пулӑшмаллах».
Дина АБУЛХАНОВА.
http://kasalen.ru/2023/03/28/ашшӗ-амӑшӗ-ппэ-тытнӑ/